Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Икӗ точка (ПП)

Чӑваш чӗлхи пунктуацийӗн тӗп правилисен пайӗ.

59§. Пӗр йышши членсем умӗнхи пӗтӗмлетӳ сӑмахӗ хыҫҫӑн икӗ точка лартаҫҫӗ (тире лартасси ҫинчен 72-мӗш параграфра вулӑр), тӗслӗхрен: Этем пурте пӗр: вырӑс та, тутар та, чӑваш та (Ваттисен сӑмахӗ).

60§. Пӗтӗмлетӳ сӑмахӗ вырӑнне пӗр йышши членсем умӗн асӑрхаттару интонацийӗ пулсан та икӗ точка лартаҫҫӗ: Президиумра: Корнилов, Иванов, Казаков.

61§. Пӗр йышши членсен ретӗнче умӗнхин пӗлтерӗшне хыҫҫӑнхисем ӑнлантарса панӑ чухне ӑнлантараканнисем умӗн икӗ точка лартаҫҫӗ (тире лартасси ҫинчен 70-мӗш параграфра вулӑр). Пӗр йышши ярӑмра уйрӑм сӑмах та, сӑмах майлашӑвӗ те, пӑхӑнулла предложени те пулма пултарать. Тӗслӗхрен: Кунта пурте пӗчӗккӗ: пӗчӗк хӑвалӑх, вӗт-шакӑр чӗр чунсем, лутра хурлӑхан тӗми (Хв. Уяр).

62§. Союзсӑр хутлӑ предложенири хыҫҫӑнхи хутсӑр предложени умӗнхине пӗтӗмӗшлӗн те, унӑн тытӑмӗнчи пӗр-пӗр сӑмаха е сӑмах майлашӑвне те ӑнлантарма пултарать. Хутсӑр предложенисене ун пек чухне ӑнлантару интонацийӗ пӗрлештерет. Тӗслӗхрен: Пӑхатап: таврари ту тӑррисене шӗвек ҫутӑ ҫапна (Ҫ. Элкер).

63§. Союзсӑр хутлӑ предложенири малтанхи хутсӑр предложенири кур, илт, пӗл, сис, пӑх, ӑнлан йышши глаголсене хыҫҫӑнхи уҫӑмлатнӑ чухне вӗсем хушшине икӗ точка лартаҫҫӗ (запятой лартассине 33-мӗш параграфра, тире лартассине 74-мӗш параграфра уҫса панӑ), тӗслӗхрен: Сисрӗ Каҫҫан пичче: хальхинче тин тӗрӗссине каларӗ ӑна палламан ҫын (Хв. Уяр).

64§. Тӳрӗ пуплев умӗн тӑракан автор самахӗсем хыҫҫӑн икӗ точка лартаҫҫӗ, тӗслӗхрен: Кӗрлет инҫет, таврать инҫет: «Пӗр шит те каялла ан чакӑр!» (С. Шавли).


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Çынăм тӳрлетнӗ, информацие 2022-07-10 11:21:59 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 319 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем